Описание
Курак нумай пулнăран Каркалар тенĕ ăна. Шăп пĕр километртан кÿршĕсен Кайбицки районĕ пуçланать. Чăвашсем кунта тутарсен çумĕнче çĕрпе ирĕклĕрех усă курас тесе Кĕçĕн Таяпа тата Аслă Таяпа тăрăхĕнчен 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче куçса ларнă. Ялти ватăсем каланă тăрăх, чи малтан килсе тĕпленекенсем Комей, Кустикей, Кустирек, Левен ятлă пулнă. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тĕлĕнмелле илемлĕ кунта. Акă ăçта вăл чăн-чăн çăтмах! Ял мар, чăн-чăн кану вырăнĕ тейĕн. Асфальт çул Каркаларах илсе çитерет. Чăвашсем ĕлĕкрен шыв хĕррине вырнаçма тăрăшни кунта та сисĕнет. Ку ял та юханшыв çумне йăпшăнса ларнă. Шăп Çарăмсан айккине. Ун чухне вăл питĕ таса пулнă, шывĕ витĕр курăнса тăнă теççĕ. ЧР Пукане театрĕн артистки Вера Голубева тата Николай Краснов композитор çак ялтан тухнă.
Каркалар 72 км на север от Ульяновска - описание, координаты, фотографии, отзывы и возможность найти это место в Чувашии (Россия). Узнайте где находится, как добраться, посмотрите что интересного вокруг. Ознакомьтесь с другими местами на нашей интерактивной карте, получите более подробную информацию. Познайте мир лучше.



Отзывы и комментарии
(